Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала

 

1805Анчӑк та хӑнана кайсан шӑпланма пӗлет.Йытӑ
1806Анчӑк та хуҫине туламасть.Йытӑ
1807Анчӑк телейӗ — ванчӑк телей.Йытӑ
1809Анчӑк хырӑмӗ апат тиркемест.Йытӑ
1810Анчӑк хырӑмне сар ҫу кирлех мар.Йытӑ
1808Анчӑк хыҫҫӑн ан йытӑлан.Йытӑ
1811Анчӑка — алтӑрпа, кушака — кашӑкпа.Йытӑ
1812Анчӑка пулӑшма кашкӑра чӗнмеҫҫӗ.Йытӑ
1813Анчӑкӑн вӗрмесӗр кун иртмест.Йытӑ
1814Анчӑкра шанчӑк пур.Йытӑ
2205Апатлӑ лаша аптрамасть.Ут — Лаша
1717Арӑслан кайӑкӗ ӑмӑрт кайӑкне тапӑнать.Арӑслан
1718Арӑслан шӑшипе ҫапӑҫмасть.Арӑслан
1719Арӑсланӗ ҫывӑрсан та хӑрах куҫӗпе хӑрах хӑлхи хуралта теҫҫӗ.Арӑслан
1720Арлан пулсан шӑтӑк пур, ял пулсан куштан пур.Арлан
1721Арлан та хӑй йӑвинче арӑслан.Арлан
1722Арлан та ют йӑвана сӗтӗрмест,Арлан
1723Арлан шӑтӑкӗ патӗнче те арлан курӑкӗ анчах ӳсмест.Арлан
1724Арланпа куштан пӗртӑван.Арлан
1815Арман патне вӗреннӗ йытӑ ҫавӑнталлах туртӑнать теҫҫӗ.Йытӑ
1816Арман патне вӗреннӗ йытӑ унтах вилет теҫҫӗ.Йытӑ
1712Аслӑк айӗнчи автан ахаль авӑтмасть.Автан
2207Ӑйӑр кукалесе арлан тӑпри кӑларнӑ.Ут — Лаша
2208Ӑйӑр ташласчӗ тет, лаши мӗнле тӑрантарас тет.Ут — Лаша
2209Ӑйӑра кӗсре пултӑр, ясара пасар пултӑр.Ут — Лаша
2210Ӑйӑра сӗлӗ юсать.Ут — Лаша
2211Ӑйӑра тӑрантас кӳлнӗ, кӗсрине сухапуҫ кӳлнӗ.Ут — Лаша
2212Ӑйӑрне лӑпкаҫҫӗ, лашине ҫапаҫҫӗ.Ут — Лаша
2214Ӑйри — вӑй нумай тет, хуҫи — ҫиме пӗтрӗ тет.Ут — Лаша
2215Ӑйри кӗҫенсен кӗсри пырать.Ут — Лаша
2425Ӑмӑрт кайӑк кушак кайӑк тытмасть тет.Ӑмӑрт кайӑк
2426Ӑмӑрт кайӑк чун сыхлать.Ӑмӑрт кайӑк
2427Ӑмӑрт кайӑка ӑмри кирлӗ.Ӑмӑрт кайӑк
2428Ӑмӑрт кайӑка ӑмринчен тытаймӑн.Ӑмӑрт кайӑк
2163Ӑҫта упа, унта тирӗ.Упа
1625Ватӑ юман — асатте, пысӑк юман — атте.Юман
1725Вӑкӑр вӑйӗ упа вӑйне парӑнман.Вӑкӑр
1726Вӑкӑр йышне пуҫӗ ҫук.Вӑкӑр
1727Вӑкӑр мӑйракипе тӑпра чавать те, тӑпри хӑй ҫине ӳкетВӑкӑр
1728Вӑкӑр пуҫӗ ҫиес тесе вӑтӑр ҫухрӑм утас мар.Вӑкӑр
1729Вӑкӑр та вӑйне кура мӗкӗрет.Вӑкӑр
747Вӑкӑр чава-чава хӑй ҫине тӑпра купалать тет.Вӑкӑр
1730Вӑкӑр чавать те хӑй ҫинех купалать.Вӑкӑр
1731Вӑкӑр чунӗ кашкӑра теҫҫӗ.Вӑкӑр
1732Вӑкӑрла вылясан майрака тухать.Вӑкӑр
1733Вӑкӑртан мал енчен, лашаран кай енчен, усалран пур енчен те сыхланма хушнӑ.Вӑкӑр
2693Вӑрӑм туна шӑрӑх ҫанталӑкра: «Вӑрмантан уя тухса вӗҫӗттӗм, пӗр пӑт ҫӑвӑм шӑранасран хӑратӑп», — тесе калать тет.Ӳпре
1535Вӑрман — ял хӳтлӗхӗ.Вӑрман — Хир
1505Вӑрман аслӑ та, йывӑҫсем пӗр пек мар.Вӑрман — Хир
1506Вӑрман варринче пуртӑ аврилӗх йывӑҫ пулатех.Вӑрман — Хир